Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбус ярасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва «Советская Чувашия» журналисчӗсем ЧР премьер-министрне Иван Моторина панӑ.
Кун валли РФ Промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви 625 миллион тенкӗ уйӑрӗ. Ку укҫапа автономлӑ майпа ҫӳрекен троллейбуссем туянӗҫ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Чӑваш Ен кая юлса аталанакан вунӑ регионсен йышне кӗнӗ. Ҫак регионсене федераци правительстви пулӑшӗ. Пирӗн республика ҫивӗч ыйтусене татса пама 10 миллиард тенке тивӗҫме пултарӗ.
Нумаях пулмасть Мускавра хӗр виллине тупнине, ҫак тискер ӗҫе Чӑваш Енри каччӑ тума пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ҫамрӑк ҫынна тытса чарнӑ, тӗпчев тунӑ.
Аса илтерер: раштавӑн 10-мешӗнче Мускаври пӗр хваттерте 20 ҫулти хӗр виллине тупнӑ. Унтах Чӑваш Енри 23 ҫулти каччӑ пулнӑ, вӑл ҫывӑрнӑ. Пике виллине ҫывӑх тӑванӗсем тупнӑ. Вӗсем полици чӗннӗ вӑхӑтра каччӑ тарса ҫухалнӑ. Раштавӑн 12-мӗшӗнче ӑна тытса чарнӑ.
Каччӑ – Ҫӗнӗ Шупашкартан. Вӑл следовательсене каланӑ тӑрӑх, хӗре хирӗҫсе кайсан пӑвса вӗлернӗ. Палӑртмалла: каччӑ унчен те судпа айӑпланнӑ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм пӗчӗк хӗрӗпе лавккаран таврӑннӑ. Унччен те пулман – вӗсем патне палламан арҫын пынӑ та пистолет тӗллесе укҫа пуррипе ҫуккине ыйтнӑ.
Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм ачана ярса тытнӑ та часрах килелле утнӑ, унта полицие шӑнкӑравланӑ. Пакунлисем арҫынна тытас тесе района ҫавӑрса илнӗ, иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ. Ҫынсем ҫав каҫ аллейӑра икӗ ӳсӗр арҫын пневматика пӑшалӗнчен плафонсене пенине курнӑ-мӗн.
Каярахпа ҫак арҫынсем видеокамерӑна лекнӗ. Ҫапла майпа вӗсене тытса чарнӑ.
Муркашра тирпейлӗ хӑна кил хуҫисене чутах пӳртсӗр хӑварман. Ӗнер ҫавскер улӑма пуҫтарса ҫунтарма шут тытнӑ. Шухӑшланӑ — тунӑ. Пӳрт ҫумӗнчи улӑма йӑпӑр-япӑр чӗртсе янӑ. Ҫулӑм алхасса кайсан пушар сӳнтерекенсене чӗнсе илме тивнӗ.
Ӗнер Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче те пушар тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче 70-мӗш
ҫуртӑн иккӗмӗш подъездӗнчи ҫӳп-ҫап упранакан вырӑн ҫунма пуҫланӑ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑма пилӗк минутранах сӳнтернӗ. Ҫуртра пурӑнакансем шар курман. Ҫавӑн пек инкек Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра та пулнӑ. Унта та вута алхасма паман. Хуласенчи ҫак икӗ пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче троллейбуспа ҫӳреме ҫул укҫи хакланӗ. Ҫапла йышӑнӑва асӑннӑ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ, документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ.
Ҫул укҫине ятарлӑ карттӑпа тӳлесен йӳнӗрех ларӗ. Ҫапла майпа усӑ куракансен 18 тенкӗ тӑкакланӗ. Аллӑн укҫа тӳлесен 20 тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Пӗр уйӑх ҫӳремелли билет та хакланнӑ. Малашне ку билета уйрӑм ҫынсемпе организацисем 850 тенкӗпе туянма пултарӗҫ, шкул ачисемпе студентсене 600 тенкӗпе сутӗҫ.
Троллейбусри ҫӗнӗ хаксем раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, шӑматкун, вӑя кӗрӗҫ.
Сӑмах май каласан, маршруткӑсене кӑмӑллакансем 23 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, аллӑн укҫа тыттармасан, карттӑпа усӑ курсан — 19 тенкӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасен кӗҫех чӑн-чӑн телей пулӗ. Унта хута каякана ача пахчине «Телей» ят пама йышӑннӑ. Вӑл хулара 52-мӗш пулӗ.
Виҫӗ хутлӑ ача пахчине кӑҫал тума пуҫланӑ, унта 10 ушкӑн валли вырӑн пулӗ. Аукционра «СтройГрад» тулли мар яваплӑ общество 117 миллион та 538 пин тенкӗпе выляса илнӗ.
Тӗрӗссипе, ача пахчине чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли туса пӗтермелле пулнӑ, анчах подрядчик вӑхӑтра ӗлкӗреймен.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ чӑрӑш лартнӑ. Ӑна Собор лапамӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хула администрацийӗн культура пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑрӑш 7 метр сарлакӑш, 22 метр ҫӳллӗш. Ӑна 2 миллион тенкӗпе туяннӑ. Ҫак хака елкӑна илсе ҫитерни, лартни, ҫутӑсемпе илемлетни кӗрет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта унччен те чӑрӑш пулнӑ-ха, анчах унӑн усӑ курмалли срокӗ тухнӑ, елка кивелнӗ.
Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республикӑн влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансемпе ирттернӗ канашлура Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче троллейбус ҫӳретес ыйтӑва хускатнӑ.
Канашлӑва яланхиллех Михаил Игнатьев Элтепер ертсе пынӑ. Тунтикунхи планеркӑна пухӑннӑ тӳре-шара тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра ҫул-йе ҫинчи хӑрушсӑрлӑхпа, транспорт ыйтӑвӗпе, коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннисем те пулнӑ.
Республикӑн транспорт министрӗ Александр Николаев пирӗн тӑрӑха ҫӗнӗ йышши троллейбуссем килсе ҫитмеллине пӗлтернӗ. Транспорта Шупашкара раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче илсе килесшӗн.
Троллейбуссем Ҫӗнӗ ҫул тӗлне ҫула тухас шанчӑк пур. Кунта сӑмах Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулине троллейбуспа ҫыхӑнтарасси пирки пырать.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗн тӗлне Чӑваш Енре 782 ача пневмонипе чирленине тупса палӑртнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинченпысӑк мар.
Ачасем пневмонипе чирленине Улатӑр, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче йыллӑ палӑртнӑ.
Пневмонипе 3-6 ҫулсенчи (33,6%), 7-14 ҫулсенчи ачасем (30,8%) тата тин ҫуралнисенчен пуҫласа 2 ҫула ҫитичченхисем (29%) ытларах чирленӗ. 15-17 ҫулсенчисем аптӑрасси йышлӑ мар. Цифрӑсене процент ҫине куҫарса пӑхсан, вӑл – 6,6%.
Пневмони — ӳпкен питех те хӑрушӑ чирӗ. Унӑн паллине ҫивӗч респираторлӑ вирус чирӗпе пӗр евӗр. Вӑхӑтра сиплеме пуҫламасан амак шала каять, ҫын вилме пултарать.
Чӑваш Енре республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал чи маттуррисем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Шишовсем пулнӑ. Вӗсем 7 ачана воспитани параҫҫӗ, мӑшӑр пӗрле 16 ҫул пурӑнать.
«Социаллӑ яваплӑ ҫемье» номинацире Хӗрлӗ Чутайри Барышниковсем мала тухнӑ. Мӑшӑр 5 ача ӳстерет, вӗсенчен 4-шӗ – опекӑна илнисем.
Елчӗк районӗнчи Ҫуткӳль ялӗнчи Лакачовсем «Спортпа туслӑ ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ. Пӑрачкаври Гуцаевсем чи туслӑ ҫемье ятне тивӗҫнӗ. Элӗк районӗнчи Мӑн Куканарти Семеновсем «Пултаруллӑ ҫемье» номинацире мала тухнӑ. Вӗсем воспитани паракан 7 ачаран 2-шӗ – опекӑна илнисем. Ҫӗрпӳри Кузьминсем ӗҫченлӗхӗпе палӑрнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |